17 ноября 2018 05:03   -2°   $65.99 €74.90

22.05.2017 19:59

Канаш районĕнчи пĕр ялта çул çуккипе çамрăксем тарса пĕтесрен шикленеççĕ

«Çуркунне çанталăк чĕрĕлсе илемленет, пирĕншĕн вара урамра пылчăк çăрмалли вăхăт çитет. Çуран çӳрекенсем резин атă-калуш тăхăнаççĕ, машинсем лачакаллă урамсене кĕме тăхтаса тăраççĕ», - теççĕ Канаш районĕнчи Муллаварта пурăнакансем. Хăйсен нуши пирки ял çыннисем пирĕн пултарулăх ушкăнне каласа пачĕç.

Алиса Александрова, Надежда Андреева, Павел Иритков

Муллавар ялĕнче 130 кил хуçалăхĕ. Кашнинче тенĕ пекех машин пур. Канаш хули юнашарах пулни ял сумне татах ӳстерет: çамрăксем çемьеленнĕ хыççăн аякка кайма васкамаççĕ. Нумай ачаллисем валли районта 130 çĕр лаптăкĕ хатĕрленĕ. Хăшĕ-пĕринче стройка пуçланнă та ĕнтĕ. Хучел тăрăхĕнче республика программипе усă курса кашни ял патне асфальт çул çитернĕ. Ял хушшинчи çулсем вара çаплипех япăх.

- Çамрăксем мăшăрланаççĕ, çурт тăваççĕ, ĕçлеме Канаша çӳреççĕ. Вĕсене çул çукки пăшăрхантарать, - тет Хучел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Иванов.

Ялта пурăнакансемшĕн çул çукки — чĕр нуша. «Хамăр пурăнкалăпăр-ха, çамрăксем ялтан кайма пуçласан малашне мĕн пулĕ?» - пăшăрханса калаçаççĕ муллаварсем.

Хучел ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çынсем ӳпкелешнине кашни çуркуннепе кĕркунне илтме тивет. Анчах вырăнти администраци бюджетĕнче асфальт сармалăх укçа çук. Сăмахран, çак 1 çухрăм çулăн хакĕ — 6 миллион тенкĕ. Проекта хатĕрлесе республикăн транспорт министерствине ярса панă. Ял çыннисен вара хальлĕхе ырă хыпар кĕтсе пурăнмалли çеç юлать.


проститутки чебоксары