21 октября 2017 00:37   0°   $57.57 €67.93

18.05.2017 19:24

Наци библиотекинче чăваш халăх аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăннă çынсене аса илчĕç

Унта «Çутлăх элчисем Николай Ильминский, Николай Поппе, Константин Прокопьев тата вĕсен чăваш ăслăлăхĕнчи тӳпи» темăпа «çавра сĕтел» тавра пуçтарăнса калаçрĕç.

Надежда Александрова, Александр Яковлев

Николай Ильминский профессор Тухăç тĕпчевçи пулнă. Николай Поппе педагог тĕрĕкпе монгол чĕлхисене тимлĕх уйăрнă. Константин Прокопьев вара чиркӳ çынни пулнипе пĕрлех халăх йăли-йĕркине тĕпченĕ. Пуçтарăннисем - ăсчахсемпе вĕрентекенсем, библиотекарьсем паллă çынсен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне пысăка хурса калаçрĕç.

- Ильминский чăваш чĕлхипе пăлхар чĕлхи тăванла пулни çинчен çырнă. Прокопьев чăваш этнографĕ пулнă. Поппе Китайра çуралнă. Ашшĕ посольствăра ĕçленĕ. Чăваш чĕлхине тарăн тĕпченĕ, - тет филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Егоров.

Паллă ăсчахсем çырнă ĕçсемпе Раççейре тата урăх çĕршывсенче усă курнă. Тĕрлĕ вĕренӳ тата тĕн литературине хатĕрленĕ. Чăвашла кĕнекесем те пичетленĕ. Константин Прокопьев, сăмахран, «Çулталăк кĕнекин» авторĕ.