18 октября 2017 12:24   6°   $57.34 €67.46

17.05.2017 19:18

Çамрăксен театрĕнчи артистсем нумай пулмасть куçнă çурта тирпейлеççĕ

«Çеçпĕл» кинотеатр 10-мĕш кинофестиваль хăнисене кĕтсе илме хатĕрленет. Çавна май кунта нумай пулмасть куçнă Çамрăксен театрĕн артисчĕсем çурта юсаса тирпейлеççĕ. Тăван килĕ пек çывăх пулса тăнă кĕтесе хăтлă та илемлĕ тăвасшăн вĕсем. «Çеçпĕл» улшăнса пынине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те курса ĕненчĕ.

Алиса Александрова, Михаил Солин

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн чылай çул хăйĕн çурчĕ пулман. Иртнĕ 20 çулта Трактор тăвакансен культура керменĕнче ĕçлесе пурăннă коллектив. Анчах ытти артистсемпе пĕр сценăна «пайлама», театрăн мĕн-пур пурлăхне вырнаçтарса упрама йывăр пулнă унта. 2016 çулти раштав уйăхĕнче чылайччен кĕтнĕ хыпар пĕлтернĕ артистсене - республика правительстви вĕсене «Çеçпĕл» кинотеатр çуртне пама йышăннă. Çавах та «килсе кĕр те ĕçле» тенĕ пек пулман, темиçе çул пушă ларнă çурт самаях кивелнĕ.

- Вунă кун эпир кунтан тухма пĕлмесĕр ĕçлерĕмĕр, - тет Çамрăксен театрĕн директорĕ Елена Николаева.

Театр хăй ĕçлесе илнĕ укçапа 2 миллион тенкĕлĕх юсав тунă кунта. Артистсем хавхаланса, тăрăшса вăй хураççĕ.

Пысăк, ирĕклĕ çуртра çывăх вăхăтра театр, юрă, ташă студийĕ уçасшăн. Ĕмĕт-шухăшра — куравсем, мастер-классем, фестивальсем ирттерме пуçласси. Анчах çакă пĕр харăс пулакан япала мар. Хальлĕхе театр коллективне тепĕр çивĕч ыйту канăç памасть.

- Кунта ятарлă сцена кирлĕ. Правительство пире пулăшасса шансах тăратпăр, - тăсать сăмахне Елена Николаева.

Хальлĕхе спектакльсене Трактор тăвакансен культура керменĕн сцени çинче те кăтартаççĕ артистсем. Çĕнĕ вырăнта вара çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче кинофестиваль хăнисене кĕтсе илĕç. Культура министерствинче Çамрăксен театрне малалла аталанма çул уçса пани çитĕнекен ăрушăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртаççĕ.

Театр артисчĕсем малалла та çӳллĕ шайра ĕçлеме хатĕр. Юбилейлă 85-мĕш сезона вĕсем çĕнелнĕ çуртра, чаплă сцена çинче кĕтсе илме ĕмĕтленеççĕ.