24 сентября 2017 16:49   10°   $57.65 €69.07

17.05.2017 19:16

Чăвашсен паллă çыравçи Александра Лазарева çуралнăранпа 100 çул çитрĕ

Ачаран ун кĕнекисене вуласа çитĕннисем, культура деятелĕсемпе çыравçăсем юратнă сăнарсен авторне аса илме Шупашкарти Литература музейне пухăнчĕç. Александр Осипов каласа кăтартать.

Александр Осипов, Вадим Владимиров

Александра Лазарева пурнăçĕпе пултарулăхне аса илcе кĕнекисене уçса пăхма вулакан йышлă пухăнчĕ: ачасемпе çитĕннисем, чăваш литературине тĕпчекенсем, унпа пĕрле вăй хунă çыравçăсем. Тĕпелри витринăра яланхи пекех курав хатĕрленĕ - çыравçăн сăн ӳкерчĕкĕсемпе кĕнекисем. Вĕсен йышĕнче «Чипер Анна», «Санăн çитмĕл çичĕ тус», «Хĕр чĕри» тата ыттисем те. Ку произведенисене вăрçă хыççăнхи ӳсĕмсем вуласа çитĕннĕ, çын пулнă. Хуплашкисем çинче ытларах хĕр упраçсемпе хĕр арăмсен ÿкерчĕкĕсем. Лазарева хайлавĕсенчи тĕп сăнар - çутă пурнăçшăн ĕçлесе талпăнакан чăваш хĕрарăмĕ, ун хуйхи-суйхи, вăрçа хыççăнхи йывăр пурнăçĕ.

- В. Элпи, М. Трубина, М.Ухсай, А. Лазарева çав тапхăрти чăваш литературине чунтан-чĕререн çӳлелле хăпартас тесе тăрăшса ĕçленĕ хĕр арăм-çыравçăсем, - тет чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер.

Александра Лазарева Леонид Агаков çыравçă мăшăрĕ пулнă. «Çав тери тăрăшуллă та ĕçчен çемьеччĕ», - теççĕ вĕсене пĕлнĕ çынсем. Ентешне аса илме Муркаш тăрăхĕнчи акулчасем йышлăн пухăннă. Сцена çинче Александра Лазарева илтсе çитĕннĕ юрă-ташăсене кăтартрĕç. Программăра «Алран кайми» те, Акулча гимнĕ те янрарĕ. Лайăх, тĕплĕ хатĕрленсе килни туйăнчĕ паллă çыравçă ентешĕсем Шупашкарта ирттерекен уява. Ялсенче те Лазарева кĕнекисене вулаççĕ, литературăн паллă ĕçченĕпе мухтанаççĕ. Вĕрентекенсем çыравçă пултарулăхне тĕпчесе хаклани çинчен, ăна халалласа пысăк уяв ирттерни çинчен каласа пачĕç.

Асăну каçĕнче Александра Лазареван хĕрĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Алиса Агакова пианист юрăçсемпе пĕрле амăшĕ кăмăлланă хайлавсене янратрĕ. «Манăн анне пултарулăхра вăй хурса халăх ĕçĕпе пурăннă, çав вăхăтрах калама çук ырă та кăмăллă çын пулнă, тăван культурăна юратнă, ĕмĕрлĕхе асра юлакан хайлавсем çырса хăварнă» терĕ.