25 мая 2017 17:20   21°   $56,07 €63,01

16.05.2017 18:57

Красноармейскинче футбол юхăмĕ вăй илсе пырать

Кунти «Факел» команда республикăри ветерансен футбол чемпионатне хутшăнать. Çак кунсенче красноармейскисем килте Шупашкарти «Волга-ТАВ» командăна йышăнчĕç.

Надежда Александрова, Юрий Васильев

Районта ветерансен футбол юхăмĕ 2014-мĕш çулта çĕнĕрен йĕркеленнĕ. 40 çултан иртнĕ спортсменсен мини-футбол лигине йĕркеленĕ. Унта 5 команда хутшăннă. Республикăри ăмăртусенче район чысне хӳтĕлекен команда пуçтарас ыйту тахçанах хĕрсе çитнĕ. Кăçал пĕрремĕш хут ветерансен футбол чемпионатне хутшăнма заявка панă. Тракенсем 3 вăйă ирттернĕ. Юлашки тĕл пулу Шупашкарти «Волга-Тав» командăпа пулчĕ. Кил хуçисем хăнасене 2:0 шутпа выляса ячĕç.

- Пирĕн ачасем, çамрăксем аслисем вылянине курччăр. Компьютерпа телевизор умĕнчен пăрăнччăр, - тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, «Факел» командăра вылякан Андрей Лаврентьев.