20 сентября 2017 01:32   11°   $58.10 €69.68

16.05.2017 18:55

Пушар хуралĕнче тăрăшакансем каникул умĕн вĕренÿ учрежденисенче пулаççĕ

Çулталăк пуçланнăранпа ача-пăча айăпĕпе республикăра 5 хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă. Паллах, аслисем тимлĕхе çухатса ачисем мĕнпе аппаланнине асăрхаманни те инкек патне илсе çитерет. Çавна май Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри уйрăмĕн çăлавçисем час-часах сатиксене, шкулсене çитсе тĕлпулусем ирттереççĕ. Хальхинче вĕсем Шупашкарти 9-мĕш ача сатĕнче пулчĕç.

Алиса Александрова, Михаил Солин

Пушар мĕн сăлтавпа тухма пултарнине, вут-çулăм алхасма пуçласан ăçта шăнкăравламаллине çулĕсене кура мар аван пĕлеççĕ сатика çӳрекенсем. Сасартăк сирена янăраса кайсан аптраса тăмаççĕ - аслисем вĕрентнине шута илсе çуртран тухаççĕ. Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем хăнана килнĕ кун вĕсемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Вут-çулăмпа кĕрешекен машинпах çитнĕ сатике çăлавçăсем. Ăна çывăхран курса пушар сӳнтермелли хатĕрсене тытса пăхма, машина çине ларса курма пултарчĕ кашни. Воспитательсем пушар тухас пулсан огнетушительпе мĕнле усă курма пĕлнине кăтартрĕç. Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем çу кунĕсем пуçлансан, каникул умĕн çакнашкал тĕлпулусем ытларах ирттереççĕ.

- Кашни ашшĕ-амăшне ачасене яла янă май пушар хăрушлăхĕ çинчен каласа пама ыйтатпăр. Аслашшĕсемпе асламăшĕсен мăнукĕсене куçран ямалла мар, кил-çуртра пĕччен хăвармалла мар, - тет Чрезвычайлă лару-тăру министерствин ЧР управленийĕнчи инспектор Святослав Волков.

Пĕчĕккисем вăйă урлă кирек мĕнле пĕлтерĕшлĕ япалана та çăмăллăн ăнланаççĕ, астуса юлаççĕ. Çавна шута илсе ĕçлеççĕ те 9-мĕш сатикри воспитательсем.

- Уйрăмах эвакуаци ыйтăвне тимлĕх уйăратпăр. Нумай пулмасть эвакуаци ирттертĕмĕр, ачасем вăхăтра тумланса тухма пултарчĕç, - тет Светлана Чернова воспитатель.

Ачасем хатĕрленĕ курав хăнасене килĕшрĕ. Пушар хăрушсăрлăх темипе хатĕрленĕ ӳкерчĕксем те, ал ĕçĕсем те пур кунта. Кашни ĕç хăйнеевĕрлĕ. Унсăр пуçне пĕчĕккисем сăвăсем вуларĕç. Аслă юлташĕсем вĕсен пултарулăхне хакласа Тав хучĕсемпе, парнесемпе чысларĕç. Пурте пĕрле «Çулăмпа кăмрăк пăтăрмахĕсем» юмаха курса савăнчĕç.