16 декабря 2017 12:04   -7°   $58.90 €69.43

16.05.2017 18:54

Шупашкарта 2017-мĕш çулти Çулталăк çемйине суйларĕç

Конкурс хулари çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕнче иртрĕ. Унта Ленин тата Мускав районĕсенче пурăнакан нумай ачаллă çемьесем хутшăнчĕç.

Надежда Александрова, Александр Яковлев

Ку конкурсра çĕнтерме вĕсен хăйсем пирки кăсăклă каласа памалла пулчĕ. Çемьесем портфолио тата визитка хатĕрленĕ. Çавах та конкурсантсем çакăнпа кăна çырлахмарĕç, пултарулăхне туллин кăтартма тăрăшрĕç. Центрти пысăках мар лаптăк çинчех пĕчĕк концерт йĕркелерĕç. Унта тĕрлĕ номер пулчĕ. Конкурссене пĕтĕмлетсе чи хастаррисене, пултаруллисене тата спортпа туслисене палăртрĕç. Парнесĕр никам та юлмарĕ. Çĕнтерÿçĕ ята вара Шиловсем тивĕçрĕç. Вĕсем 6 ача пăхса ӳстереççĕ.

- Пирĕн çемьере саккун - пĕр-пĕрне пулăшмалла, вĕрентмелле. Конкурса эпир пĕрремĕш хут хутшăнатпăр, - тет çемье пуçлăхĕ Алексей Шилов.