27 июля 2017 11:40   22.7°   $59.91 €69.68

15.05.2017 19:09

Шупашкарта 22-мĕш троллейбус çÿреме пуçларĕ

Тĕп хулара паян троллейбусăн çĕнĕ маршручĕ уçăлчĕ. 22-мĕш номерпе çÿрекенскер кăнтăр-хĕвеланăçпа çурçĕр-хĕвеланăç районĕсене пĕрлештерчĕ. Малашне пассажирсем куçса лармасăр кирлĕ çĕре çитме пултарĕç. Çĕнĕ маршрут меллĕ пулнине Леонид Петров корреспондент хакларĕ.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Ирхи 5 сехет те 23 минутра кăнтăр хĕвеланăç районĕнчи ĕçе васкакан çынсем унччен курман номерлĕ троллейбуса асăрханă. 22-мĕш маршрут шăп çак вăхăтра Энтузиастсен урамĕнчи депоран çурçĕр-хĕвеланăç районне çула тухать.

Унччен икĕ района 49-мĕш микроавтобус çеç çыхăнтарнă. Ирсерен халăх йышлă пулнăран пассажирсен чарăнусенче çуршар сехет тăма тивнĕ.

- Ку маршрутпа 7 троллейбус çÿрет. 4-шне хупнă 7-мĕш маршрутран илнĕ, 3-шне - ытти маршрутсенчен. Паянхи куна çакă çителĕклĕ. Малашне улшăнусем кĕртетпĕр, - тет троллейбус управленийĕн директорĕн çумĕ Анатолий Алексеев.

Троллейбус управленийĕнче ĕçлекенсем çĕнĕ маршрута пĕр эрне тĕпчĕç. Вĕсем пассажирсен шутне, çынсем обществăлла транспортпа хăш вăхăтра ытларах усă курнине шута илĕç.

- Çынсем савăнаççĕ, - палăртать Валентина Ашмарина кондуктор.