17 ноября 2018 05:43   -2°   $65.99 €74.90

10.05.2017 19:11

Патăрьел районĕнче асăну комплексĕ уçăлчĕ

Аслă Çĕнтерÿ 72 çул тултарнине Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнче пурăнакансем кăçал уйрăмах кĕтрĕç. Вĕсене Решид Санзяпов фермер пысăк парне туса пачĕ.

Леонид Петров, Юрий Васильев

Вăл пулăшнипе Çĕнтерÿ кунĕ умĕн ишексем 1418 кун тăсăлнă хаяр вăрçăра пуç хунă ентешĕсене асăнса палăк – мемориал уçрĕç. Çак ятпа иртнĕ митинга вĕренекенсем, ветерансемпе вăрçă ачисем, кÿршĕ ялсенче пурăнакансемпе хисеплĕ хăнасем пуçтарăнчĕç. Тухса калаçакансем кашни паттăр тав сăмахне тивĕç терĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе пуç хунисене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç, çĕнĕ палăк умне чечексем хурса пуç тайрĕç. Çулсерен ветерансен шучĕ чакса пырать. Кăçал Çĕнтерÿ кунне Патăрьел районĕнче 30 фронтовик çеç кĕтсе илнĕ.


проститутки чебоксары