22 июля 2017 11:40   17.7°   $58.93 €68.66

20.04.2017 19:27

Чăваш каратисчĕсем сумлă турнирта палăрнă

Республикăри Ве-Ка-Це каратэ федерацийĕ Мускав облаçĕнчи Люберцы хулинче иртнĕ «Спорт - миршĕн» уçă турнира хутшăннă. Унта чăваш спортсменĕсем те палăрнă.

Надежда Александрова, Вячеслав Ильин, Павел Иритков

Пĕтĕм тĕнчери ăмăртăва пурĕ 600 ытла спортсмен хутшăннă. Раççейри 20 регионти каратистсемпе пĕрле парнесемшĕн Италирен килнĕ спортсменсем те тупăшнă. Вĕсем турнир çивĕчлĕхне вăйлатнă, 3 ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Чикĕ леш енчи хăнасенчен пирĕн спортсменсем те юласшăн пулман. Чăваш ен делегацийĕн йышĕнче пурĕ 24 атлет пулнă. Çапах та вĕсенчен иккĕшĕ çеç пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хапарнă. Пĕтĕм тĕнчери каратэ конфедерацийĕн вице - президенчĕн Вячеслав Тимофеевăн вĕренекенĕ 11 çулти Ксения Сюльдеркина 35 кило таран виçеллисен ушкăнĕнче çĕнтернĕ. Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕнче вĕренекен Татьяна Карзакова санбон тата иппон кумитэ уйрăмĕнче икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

- Икĕ спортсменки те Раççей командине кĕреççĕ. Сербире çĕртме уйăхĕнче пулакан ăмăртăва хутшăнĕç, - тет Пĕтĕм тĕнчери WKC каратэ конфедерацийĕн вице-президенчĕ Вячеслав Тимофеев.