22 июля 2017 11:39   17.7°   $58.93 €68.66

19.04.2017 19:20

„Шупашкар хурчкисем“ çĕршывĕпе палăрнă

Шупашкар хула администрацийĕнче баскетболистсен „Чебоксарские ястребы“ ушкăнне чысларĕç. Вĕсем Раççей чемпионатĕнчен кĕмĕл медальсемпе таврăннă.

Екатерина Фомина, Вячеслав Ильин, Михаил Солин

Тĕл пулу кăмăллă иртрĕ. Спорт министрĕ Сергей Шелтуков тата хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков спортсменсене çитĕнÿ тунă ятпа саламларĕç. Баскетбол вăййине аталантарассипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе яврĕç. Иртнĕ сезонра команда маунтинбайк центрĕн спорт залĕнче вылянă. Анчах унти линолеум сарнă урай тивĕçтерменнине кура, вăййа нумай чухне педагогика университечĕн залĕнче ирттерме тивнĕ. Спорт министерстви баскетболла вылякансем тата курма килекенсем валли лайăх майсем йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлеме шантарчĕ. Баскетболистсене хула администраципе спорт министерствин тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Ушкăнăн тĕп тренерĕ Сергей Худаев вара муниципалитетпа ведомство ертÿçисене „Чебоксарские ястребы“ клуб шарфне тата кĕмĕл призер Кубокне пачĕ.