22 июля 2017 11:49   17.7°   $58.93 €68.66

19.04.2017 19:15

Наци спектаклĕсен фестивалĕ çÿллĕрех шайра иртĕ

Раççейри театр деятелĕсен пĕрлĕхĕ ачасемпе çамрăксем валли хатĕрленĕ проектсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта пурĕ 210 ĕç тăратнă. Тÿресем 43 заявка суйласа илнĕ. Вĕсен йышĕнче – Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн „Сказочная палитра“ проекчĕ. Ăна кăçал йĕркелеме 300 пин тенкĕ уйăрĕç.

Владимир Тимофеев

Регионсем хушшинчи „Сказочная палитра“ фестиваль пĕлтĕр пĕрремĕш хут иртнĕччĕ. Ăна ачасемпе çамрăксене тăван чĕлхене тата культурăна хисеплеме вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ. Фестивале Чăваш, Тутар, Мари, Мордва республикисенчи тата Чĕмпĕр облаçĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă. Вĕсем наци чĕлхипе лартнă спектакльсем кăтартнă. Йĕркелÿçĕсем палăртнă тăрăх, кун йышши форум Раççейĕпе те çук, çавăнпа унăн пуласлăхĕ пысăк. Вăл куракансене тĕрлĕ халăх культурипе паллаштарнипе пĕрлех, театрсене пĕр-пĕрин ăсталăхне вĕренме, ĕç-хĕлне лайăхлатма май парать. Наци театрĕсен регионсем хушшинчи 2-мĕш фестивалĕ Шупашкарта юпа уйăхĕнче иртĕ.