17 ноября 2018 05:10   -2°   $65.99 €74.90

12.04.2017 18:45

Петĕр Çăлкуç сăвăçа тата журналиста аса илчĕç

Пурăннă пулсан Петĕр Çăлкуç çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче 65 çул тултарнă пулĕччĕ. Анчах та пултаруллă çыравçăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Поэта тата журналиста ас тăвакансем, унăн тăванĕсемпе юлташĕсем Литература музейне пуçтарăнчĕç.

Алиса Александрова, Александр Яковлев

Петĕр Çăлкуç Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттемре çуралса ӳснĕ. Тăван ялта 8 класс вĕреннĕ, унтан Сиккассинчи вăтам шкула пĕтернĕ. Çамрăклах хăйне тĕрлĕ ĕçре хастар кăтартнă, комбайнерăн пулăшуçи те пулнă. Çавăн пекех хаçат-журналпа туслă çыхăну тытнă. 1970 çулхи кăрлач уйăхĕнче çамрăк корреспондента «Пионер сасси» хаçата чĕнсе илеççĕ. Çав çулах Петр Николаевич Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет.

- Эпир пĕр вăхăтра вĕреннĕ. Эпĕ аслăрах, вĕсем кĕçĕнрех. Пĕр пӳлĕмре пурăннă. Стена хаçачĕсем кăлараттăмăр. Пĕр-пĕрин сăввисене сӳтсе явнă, - аса илет Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Виталий Родионов.

1977 çултанпа Петр Николаевич «Тантăш» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Ăна уйрăмах ачасен çырăвĕсене редакцилеме килĕшнĕ.Çăлкуçа аван пĕлнисем каланă тăрăх, унăн ĕç пӳлĕмĕнче пур çĕрте те çырусем выртнă. Вăл çав тери типтерлĕн ĕçленĕ - пĕр çамрăк автора та кӳрентермен. Хăй те пĕрмай пултарулăхне туптанă. Унăн тĕп хайлавĕсем - «Вĕл! вĕлкĕш, парăсăм», «Асатте ялĕнче», «Салтака каять така», «Тĕнчене эпир килетпĕр».

- Кашни кун пĕр йĕрке те пулин çырма тăрăшатчĕ. Ку вăл унăн девизĕ пулса, - тет Петĕр Çăлкуçăн ывăлĕ Сендиер Кузьмин.

Петĕр Çăлкуç ачасем валли нумай çырнă. Çавăнпа та асăну каçне килнисем унăн сăввисене пăхмасăр шăрантарчĕç. Ырă чунлă, хитрелĕхе асăрхама пĕлекен çынпа пурăнма мăшăрне те çăмăл пулнă.

- Пахчара та, троллейбусра та мĕн те пулин шутласа кăларатчĕ, - тет Петĕр Çăлкуçăн мăшăрĕ Ольга Кузьмина.

Петĕр Çăлкуç сăввисемпе чăваш композиторĕсем юрăсем те çырнă. Вĕсене халăх хапăлласа йышăнать.


проститутки чебоксары