17 ноября 2018 05:40   -2°   $65.99 €74.90

29.03.2017 18:50

Етĕрне районĕнчи Анат Мучарта Культура çуртне юсасса кĕтеççĕ

Иртнĕ çул республика правительстви ялсенче Культура çурчĕсем тăвас ĕçе тепĕр хут пуçарнă. Çĕрпÿ тата Елчĕк районĕсенче çĕнĕ клубсем алăкĕсене уçнă та ĕнтĕ. Кăçал тепĕр тăватă Культура çурчĕ хута яма палăртнă, 31 клуба юсаса çĕнетĕç, 25-шне хальхи хатĕрсемпе тивĕçтерĕç. Етĕрне районĕнчи Анат Мучарта та çывăх вăхăтра улшăнусем пуласса кĕтеççĕ.

Екатерина Фомина, Александр Яковлев

Анат Мучарта 300-е яхăн çын пурăнать. Ĕçре те, канура та маттур вĕсем, - терĕ ял тăрăхĕн пуçлăх. Лидия Спиридонова пире Культура çуртне кĕрсе тухма ыйтнă май. Вăл вăхăтра унта «Мучар Ен» пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем черетлĕ концерта хатĕрленетчĕç.

-Тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем питĕ хастар.Вĕсем «Мучар Ен» фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Вырăс юррисене юрлакан «Задоринка» ансамбль пур, ачасен «Шевле» ушкăнĕ ĕçлет, - тет Культура çурчĕн ертÿçин тивĕçне пурнăçлакан Галина Андреева.

Культура çуртĕнче вырнаçнă библиотекăра та яланах халăх йышла. Кунта ал ăстисем пухăнма юратаççĕ.

- Библиотекăна час-часах çÿретпĕр эпир, чăвашла кĕнекесем вулатпăр, тет ялта пурăнакан Любовь Михайлова.

Ялта культура вучахĕ сÿнменни тем пекех паха. Канăва тулли те киленÿллĕ тума, халăха пĕрлештерме пулчăшать. Çывăх вăхăтра анатмучарсен Культура çурчĕ çĕнелмелле.

- Эпир пире модернизаци программине кĕртнĕшĕн питĕ хавас. Клуба 1988 çултах тунă, аппаратура та кивелнĕ, костюмсем те кирлĕ, тет Культура çурчĕн ертÿçин тивĕçне пурнăçлакан Галина Андреева.


проститутки чебоксары