28 февраля 2017 08:29   -4°   $57,94 €61,26

11.01.2017 19:39

Зорин тухтăр ăмăртăвĕсем

Хĕлле – сывлăха çирĕплетмелли чи лайăх вăхăтсенчен пĕри. Физкультурăпа спорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ Çулăн малтанхи кунĕсенче кăна республикăра пурăнакан 366 пин çын йĕлтĕрпе, конькипе ярăннă. Çавăн пекех физкультурăпа спорт комплексĕсене çӳренĕ. Пĕтĕмпе уявра 600 ытла тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕринче - арçынсен волейбол турнирĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулса курчĕ.

Надежда Александрова, Вячеслав Ильин

«Раштав ăмăртăвĕн» историйĕ 18 çулпа танлашать. Çак тапхăрта арçынсен волейбол ушкăнĕсем самай тĕрекленнĕ. Юрийпа Петр Зоринсен пуçарăвĕ вара регионсем шайĕнчи ăмăрту пулса тăчĕ. Çак турнира кÿршĕллĕ республикăсемпе облаçсенчи спортсменсем хаваспах хутшăнаççĕ.

- 18 çул каялла çак ăмăртăва пĕрремĕш хут ирттернĕ. Чи вăйлă командăсем тупăшаççĕ унта, - палăртать турнира йĕркелекенсенчен пĕри Петр Зорин.

Кăçал «Зорин тухтăр» парнисемшĕн Чăваш, Тутар тата Мари республикисенчи 10 команда тупăшрĕ. Куславкка районĕн «Энĕш» ушкăнĕ пуçламăш вăйăсене выляса ячĕ, 4-мĕш вырăн кăна йышăнчĕ. Финала 4 команда тухрĕ - Шупашкарти «Суварсем», Хусанти «ФИКС» тата муркашсемпе красноармейскисем. Ялти ушкăнсем хăйсене лайăх кăтартрĕç. Мала тухассишĕн выляса муркашсем 2015-мĕш çулти çĕнтерӳçĕне - Шупашкар командине парăнтарчĕç.

Эпир çак турнира хатĕрлентĕмĕр. Йошкар-Оларан тренер чĕнсе илтĕмĕр, - тет Муркаш районĕн волейбол федерацийĕн президенчĕ Александр Давыдов.

Çапах та 2008-мĕш çулта çак турнирта кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ муркашсен кăçал каллех çĕнтерӳçĕ пулма вăй çитмерĕ. Финалта район команди Тутарстанри хăнасене выляса ячĕ. Бронзăна «Суварсем» ушкăн тивĕçрĕ.

Зорин турнирĕ пысăк уяв. Командăсем Хусантанах килеççĕ, - калать район пуçлăхĕ Юрий Петров.

Тĕл пулура 2018-мĕш çулти ăмăртăва кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирттерме калаçса татăлчĕç.