18 декабря 2017 10:12   -5°   $58.90 €69.43

09.01.2017 18:50

Тăвансем çур ĕмĕр иртсен тĕл пулнă

Пĕлтĕр федераци каналĕпе «Жди меня» передачăра Улатăр районĕнчи Кире поселокĕнче пурăнакан Валерий Алешева кăтартнăччĕ. Унта вăл пĕртăван йăмăкне шыраса тупас шухăшпа пынă. Çĕнĕ çул умĕн вара Иркутск облаçĕнчи Ангарск хулинчен ырă хыпар çитнĕ. Тĕплĕнрех Алексей Енейкин каласа кăтартать.

Алексей Енейкин, Михаил Солин

Кăçалхи çĕнĕ çул уявĕ Улатăр районĕнче пурăнакан Валерий Алешевшăн ĕмĕрлехе савăнăçлă пулăмпа асра юлĕ. Канашри чукун çул вокзалĕнче вăл Патăрьел районĕнче тата Шупашкарта пурăнакан тăванĕсемпе пĕрле çуралнăранпа курман йăмăкне кĕтсе илчĕ.

Шăпа вĕсене 50 çул каялла уйăрнă. Çемье историйĕ вара тата маларах пуçланнă. Патăрьел районĕнчи Аслă Чементе пурăннă Леонид Алешев мăшăрĕпе вăрçă хыççăн Иркутск облаçне ĕçлеме тухса кайнă. Çемьере малтан 3 ывăл, унтан йĕкĕрешсем ― хĕрпе ывăл çуралнă. Анчах та çăмăлланнă хыççăн хĕрарăм тата унăн тин çуралнă ывăлĕ çав кунах вилсе кайнă. Чĕрĕ юлнă пепкене ашшĕ вăхăтлăх ача çуртне панă. Хăй 3 ывăлне пăхнă. Çулталăкран çемьене тепĕр инкек пырса çапнă. Арçын пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă, ачасем тăр тăлăха юлнă. Хăрушă хыпар кĕçех Патăрьел районне çитнĕ. Ачасене Аслă Чементе пурăнакан асламăшĕ хăй патне илсе килнĕ. Пĕчĕк Аленка вара ача çуртĕнчех юлнă. Тăван тăрăха таврăннă ывăл ачасене асламăшпе пĕрлех ашшĕн таванĕсем пăхса ӳстернĕ.

- Улма та, салма та пĕçерсе çитернĕ, çăкăрне те пайланă. Хамăр ӳстернĕ вĕсене, - аса илет тăванĕ Софья Башмакова.

Иркутск облаçĕнче юлнă Алена та пĕчĕклех ăнăçлă çемьене лекнĕ. Анчах та 26 çулта вăл каллех ашшĕ-амăшне çухатнă. Вĕсем тăван мар пулнине хĕр 30 çула çитсен çеç ăнсăртран куршĕ хĕрарăмĕнчен пĕлнĕ. Унтанпа тăванĕсене чылай шыранă, çапах та ăнăçсăр. Тымарĕсем аякри Чăваш çĕрĕнче пулнине шутлама та пултарайман вăл. Телее, ăна Валерий пиччĕшĕ шырама тытăннă. Хăй ача чухне пурăннă Иркутск тăрăхне пĕрре мар çырнă. Хаçатсенче пĕлтерÿсем пичетленĕ тата телевиденипе эфира тухнă хыççăн Алена тинех тупăннă.

- Алена пире малтанах хăй çурални çинчен калакан хутне ярса пачĕ. Унта пурте мая килеç. Часрах хăнана кил терĕмĕр те, килчĕ пирĕн пата Аленка, - тет Зоя Никитина тăванĕ.

- Çур ĕмĕр иртсен ĕнтĕ халь телейлĕ пултăмăр пĕр-пĕрне тупса, - пытармасть савăнăçне Валерий Алешев.

Йышпа пуянланнă тăвансем Аслă Чементе пĕрле пухăнса пысăк уяв йĕркелерĕç. Вĕсене саламлама ял-йыш пухăнчĕ, вырăнти пултарулăх ушкăнĕ вара концерт парнелерĕ.

Савăнăçлă лару-тăрура Алена та чăваш ташши ташлама вĕренчĕ.

Аленăн халĕ Ангарск хулинче хăйĕн çемйи пур. Ывăлпа хĕр çуратса ӳстернĕ вăл. 7 çул каялла кукамай та пулнă. Тăванĕсем патне куçса килес шухăш та пуррине калать. Анчах та çакă пĕччен татса памалли ыйту мар çав, мĕнле пулсан та, пысăк телее халĕ нихăçан та урăх çухатмăп, тет.

- Пире халь никам та, ним те уйăраймасть, пĕрле пулатпăр, - çирĕплетет пиччĕшĕ.

- Халĕ пире аслă çемье теме пулать, - палăртать Зоя Никитина.

Уяв кĕреки тулли пулсан та, хальлĕхе Алешевсем пурте пухăнайман-ха. 15 çулта чухнех Валерийпе Аленан пĕртăванĕ Андрей хыпарсăр çухалнă. Вăталăх пиччĕшĕ Михаил вара Хакаси республикинче пурăнать. Пĕр-пĕринпе вĕсем яланах çыхăнура. Çывăх вăхăтра тăвансене тепĕр уяв кĕтет. Кăрлачăн 19-мĕшĕнче ― Кăшарни кунĕ Алена 50 çул тултарать.