27 марта 2017 19:34   0°   $57,02 €61,96

29.12.2016 19:11

Экономика министерствинче ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне пĕтĕмлетрĕç

«Чăваш биопродукчĕ» тавар паллин пĕлтерĕшне ӳстерес тĕллевпе конкурса 3-мĕш хут йĕркелерĕç. Кăçал тӳресем 136 ĕçе хакларĕç, вĕсенчен 6-шне чи лайăххисем тесе палăртрĕç. Çамрăк ӳнерçĕсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулчĕ.

Надежда Александрова, Виктор Степанов

Конкурса 1-мĕш - 4-мĕш класс ачисем хутшăннă. Апла пулин те ӳкерчĕксем тарăн шухăшлă. Республикăра апат-çимĕçе мĕнле туса илнине кăтартса параççĕ. Чăваш Енре туса илнĕ тавар пахалăхлă пулнине ĕнентереççĕ. Шупашкар районĕнчи Салапайкасси вăтам шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекен Максим Исаев хăйĕн ушкăнĕнче 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Вăл ӳкерчĕкне амăшĕ пулăшнипе хатĕрленине пытармасть. Тӳресене килĕшекен ĕç ăсталама нумай тăрăшма тивнĕ.

- Ялта çитĕнекен, ӳстерекен апат-çимĕç ӳкересе кăтартас килчĕ, - тет конкурс çĕнтерÿçи Максим Исаев.

Максим амăшĕ Тамара Шатаева çак конкурс пысăк пĕлтерĕшле пулнине палăртрĕ. Чăваш продукцийĕ пирки ачаранах шутлаттарни усă кăна кӳрет, тет вăл. Хальхи пурнăçра ял хуçалăхĕнче туса илнĕ продукцие сĕтел çине хума тăрăшмалла тесе шутлать.

Алия Манинова 1-мĕш класра кăна. Унăн ӳкерчĕкне кĕçĕннисен ушкăнĕнче чи лайăххи тесе палăтрĕç. Хĕрача каланă тăрăх, вăл хăйĕн ĕçĕнче ялти пурнăçа кăтартма тăрăшнă. Дипломсемсĕр пуçне çĕнтерÿçĕсене тата тепĕр 4 ачана Чăваш Енри пысăк предприятисем парнесем пачĕç. Çамрăк авторсем пурте Республика Пуçлăхĕн елкине кайма йыхрав хучĕсем илчĕç.

Çак ÿкерчĕсем малашне экономика форумĕсене тата ĕçлĕ тĕл пулусене илем кӳрĕç.