24 ноября 2017 21:36   -4°   $58.46 €69.18

29.12.2016 19:09

Шупашкарта ача сачĕсем хушшинче «Юр эрешĕсем» конкурс иртет

Унта хутшăнакансем 3 номинацире тупăшаççĕ: пÿлĕмсене илемлетесси, чÿречесене эрешлесси тата тĕслĕ иллюминаци. Çĕнтерÿçĕсем раштавăн 30-мĕшĕнче паллă пулĕç.

Мария Николаева, Виктор Степанов

89-мĕш ача сатĕнче конкурс валли «Хĕл Мучи патшалăхĕ» туса лартнă. Унта пырса кĕрекенсем чăн-чăн юмах тĕнчине лекеççĕ. Кăвак çутăсем, декорацисем, йăлтăр-ялтăр теттесем пÿлĕме асамлăх сĕмĕ кÿреççĕ. Аса илтермесен, ку ÿпке чирĕсене сиплемелли тăвар пÿлĕмĕ иккенне тавçăрса та илеймĕн. Тĕпелте мĕнпур ача юратакан чи сумлă асатте- Хĕл Мучи.

- Хĕл Мучи кашни кун кунта ачасенчен çырусем йышăнать. Уява кĕтме хатĕрленет. Ачасем хăй ĕмĕчĕсене шăрçаласа почта ещĕкне яраççĕ. Хĕл Мучи вĕсене вулать, - каласа парать Наталия Матвеева аслă воспитатель.

- Эпир килте хитре конверт хатĕрлесе ывăлăн ĕмĕчĕсене çыртăмăр. Тепĕр кунхине Хĕл Мучи керменне килсе почта ещĕкне ятăмăр. Çак ĕç пире питĕ килĕшрĕ, - тет Светлана Агеева ача амăшĕ.

Уяв тапхăрĕнче кермен алăкĕ кунĕпех уçă. Унта ачасене ашшĕ-амăшĕ, воспитательсем ертсе кĕреççĕ. Пĕрисем илемпе киленме, теприсем Асамçă патне çыру яма килеççĕ.

Ачасем Çĕнĕ Çул асамлăхне ĕненсе Хĕл Мучирен темĕн те ыйтаççĕ. Филиппова Виктория, сăмахран, парнесем хăйĕн валли çеç мар, тĕнчери пĕтĕм ача валли ыйтать.

Ирина Краснова заведующи каланă тăрăх, сатике капăрлатма раштав пуçламăшĕнченех тытăннă. Ачасемпе воспитательсем хутран эрешсем касса кăларса чÿречесене илемлетнĕ. Çĕнĕ Çула уявлама кăмăллă пултăр тесе ашшĕ-амăшĕ те нумай тăрăшнă.