23 февраля 2017 23:57   0°   $57,48 €60,45

27.12.2016 19:43

Людмила Семенова юрăç юбилейĕ

Чăваш халăх артисчĕ, Телеюрă лауреачĕ Людмила Семёнова çак кунсенче çавра çулне паллă турĕ. Ĕмĕр сакки, чăн та сарлака пулнине пултаруллă юрăç пирĕн корреспондента Александр Осипова каласа кăтартрĕ.

Александр Осипов, Владимир Синдеев

Унăн ячĕ халăхра янрать тени - ӳстерсе калани мар. Людмила Семёнована куракансемпе итлекенсем питĕ юратаççĕ. Вăл хăй те, сасси те — халĕ сасă кăна мар, виртуаллă сăнар та юрăçран уйрăм пурăнма пултарать — мĕн пур Раççейĕпех анлă сарăлнă. Юрлама та вăл чăваш кĕвви-çеммине Мускав Кремлĕнчи керментен пуçласа тĕнчери тĕрлĕ çĕршыв таран янратнă. Пур çĕрте те хăйĕн артист ĕçне çăмăллăн, пурнăç тăрăх вĕçсе çӳресе тăвать. Çапла пулмалла та ĕнтĕ Турă панă талантăн.

- Мана Турă пулăшса пычĕ. Ман тавра лайăх çынсем кăна. Малалла та çавăн пек пуласса шанас килет, - тет Людмила Семенова.

Людмила Семёнова пултарулăхĕ Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕпе çыхăннă. Ку ушкăн уншăн чăн-чăн академи пулса тăнă. Унта вăл профессиллĕ артист пулма вĕреннĕ. Паллах, çав тери янравлă юрлама пултаракан хĕре солист пулма чĕннĕ. Çавăнпа вăл мĕн ĕçлеме тытăннăранпа вĕренет. Людмила Семёнова пултарулăхĕпе киленекенсем — вĕсен йышне халĕ нимĕнпе те виçсе çитереймĕн — сцена çинче, телевизорпа е Интернетра хăйсен юратнă юрăçне курсан, ун çийĕнчи тум-тирне, сăн-питне, хăçан ăçта унпа курса калаçнисене тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлсе тăраççĕ. Таланта халăх умне илсе тухакан çулĕ Семёнован тумхахлă пулнине халĕ никам та ас тумасть, хăй те ун çинчен ытлашши калаçмасть. Пысăк ĕçчен çемьере çуралнă юрăç. Ача чухне килте радио кĕртсен, пукан çине хăпарса тăрса: «Эпĕ те Тамара Чумакова юрăç пулатăп»,- тесе кăшкăрса янă. Çак ĕмĕте вăл малтан повăрта, каярахпа ятарлă пĕлӳ илсе экономистра ĕçленĕ вăхăтра хĕлхем тивертсе пынă. Чунтан юратса аталанакан ĕмĕт хăй çулне тупатех. Халĕ Людмила Семёнова теле- радиожурналистика ĕçне те ăнăçлă хутшăнать. Куракансем ун «Пурнăç саккисене» кăмăлпа йышăнаççĕ.

- Автан çулĕнче пурне те ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Ĕмĕтсем пурнăçланса пыччăр. Эпĕ вара çынсене çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем парнелетĕп, - тет юрăç.