16 декабря 2017 12:15   -7°   $58.90 €69.43

27.12.2016 19:41

Фейерверк сутакан вырăнсене тĕрĕслерĕç

Çĕнĕ çул каçхине нумайăшĕ салют-фейерверк яраççĕ. Çавах та пиротехникăпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх пирки те манмалла мар. Вĕсене ятарлă вырăнсенче çеç туянма юрать. Шупашкарти пиротехника сутакан лавккасене пушар хуралĕнче тата полицире ĕçлекенсем тĕрĕслерĕç. Рейда журналистсем те хутшăнчĕç.

Оксана Баскакова, Вадим Владимиров

Тĕп хулара пиротехника хатĕрĕсене сутма Çĕнĕ çул умĕн суту-илӳ центрĕсем çумĕнче 12 вырăн хатĕрленĕ. Сутуçăсем çак ĕçе мĕнле йĕркеленине тĕрĕсленĕ май, пушар хуралĕн инспекторĕсем çитменлĕхсем тупрĕç.

- Пиротехникăна урамра сутаççĕ. Юр çăвать, кунĕпе йĕпенет, юрăхсăра тухать, - тет хулари пушар хуралĕн патшалăх инспекторĕ Дмитрий Васильев.

Ку палаткăра инспекторсем 10 ытла çитменлĕх тупрĕç. Пиротехникăна уйрăм çуртри лавккасенче çеç сутма юрать. Тавара нӳрĕк е хĕвел çути лекмелле мар. Унсăрăн вăл юрăхсăра тухать. Иртсе çӳрекенсем те „теттесене“ çăмăллăнах алла илсе çавăра-çавăра пăхаççĕ, пăсма пултараççĕ. Йĕрке тăрăх вара сутуçăн пиротехникăна сентре çинчен çын туянсан çеç илсе памалла. Паллах, сертификациленĕ хатĕре кăна сутма юрать. Çавăн пекех пур продукцин вырăсла çырнă инструкци пулмалла. Тепĕр суту-илӳ центрĕ умĕнчи киосксенче йĕрке пурри тÿрех курăнчĕ. Хĕм сирпĕтекен хатĕрсем - кантăк хыçĕнче. Тавара ятарлă тимĕр ешчĕкре упраççĕ, документсем те йĕркере. Икĕ огнетушитель те вырăнта, сигнализаци пур. Сутуçăна инспекторсем пиротехникăна туянакансене инструкципе лайăхрах паллаштарма сĕнчĕç. Инкек пуласран салютсене çын çӳрекен вырăнта усă курма юрамасть. Кăçал республикăра фейерверк сирпĕтмешкĕн 72 ятарлă вырăн йĕркелеме палăртнă.