18 января 2017 19:00   -10°   $59,18 €63,23

26.12.2016 18:17

Чăваш енре мĕн пур Раççейри пекех хурлăх кунĕ иртрĕ

Сочи çывăхĕнчи авиакатастрофăра 92 çын пурнăçĕ татăлнă. Хăрушă инкек кашни региона тенĕ пекех пырса тивнĕ. Самолетра пирĕн ентешсем те пулнă. Шупашкарта вĕсене асăнса хурлăхлă митинг иртрĕ.

Оксана Баскакова, Михаил Солин

Оперăпа балет театрĕ умне искусство çыннисем, Правительствăра ĕçлекенсем, хула ертÿçисем, студентсем пухăнчĕç. Вĕсем Хура тинĕсре ӳкнĕ ТУ-154 самолетра пулнă çынсене асăнчĕç. Пассажирсем хушшинче Чăваш Енпе çыхăннă Максим Ивановпа Андрей Кочемасов та пулнă. Вĕсем иккĕшĕ те Станислав Кондратьев профессор патĕнче вĕреннĕ.

- Максим манăн ученик. Режиссер пулма ĕмĕтленнĕ. ГИТИСра вĕреннĕ, Александров ансамбльне кĕнĕ, - аса илет Станислав Кондратьев.

Максим Иванов 32 çулти çамрăк режиссер, культурăпа искусство институтĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл иртнĕ çул Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче «Дитя и волшебство» спектакль лартнă. Самолетра унпа пĕрле Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Андрей Кочемасов та пулнă. Вĕсем иккĕшĕ те Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕ йышĕнче Сирири Раççей çар çыннисене Çĕнĕ çулпа саламлама вĕçнĕ.

- Андрей кунта вĕренме килнĕ Мускавран. Кондратьев профессор çинчен илтнĕ те. Вĕренсе тухсан кунта юлма та пултарĕччĕ, - тет культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов.