21 октября 2017 07:49   0°   $57.51 €67.89

26.12.2016 18:16

Тĕп хулара Айхипе Фучик урамĕсене пĕрлештерекен çул хута кайрĕ

Контрактпа килĕшÿллĕн ку пĕлтерĕшлĕ объекта раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтермелле пулнă, анчах та тĕрлĕ сăлтава пула халь çеç хута ячĕç. Шупашкарта Айхи проспекчĕпе Фучик урамне çыхăнтаракан çула уçрĕç.

Мария Николаева, Игорь Ульянов

Çĕнĕ çул тăршшĕ 3 çухрăма яхăн. 4 йĕрпе чупакан машинсене çĕрле те çÿреме меллĕ пултăр тесе, проспект икĕ айккипе хунарсем вырнаçтарнă. Çуран çÿрекенсем валли тротуарсем, велосипед çулĕ тунă. Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, объекта йышăннă пулин те, туса пĕтермеллисем пур-ха. Çуркунне подрядчик тротуарăн çиелти сийне çухрăма яхăн сарса пĕтерĕ, шыв юххисем тăвĕ. Ку пĕлтерĕшлĕ объектра ĕç-пуç мĕнле пынине хула тата республика влаçĕсем асăрхасах тăраççĕ. Ăна хута яни хулари транспорт куçăмне лайăхлатма пулăшĕ. Ырантан ку çул тăрăх пассажирсене турттаракан автобуссем те çÿреме пуçлĕç.

- Виçĕ кун ĕнтĕ çак çула уçни. Паян премьер-министр килсе хак пачĕ. Мĕнле сăмах панă, çапла хута ятăмăр. 95 процент туса пĕтернĕ, - тет подряд организацийĕн тĕп директорĕ Владимир Ермолаев.