26 июля 2017 19:33   21.9°   $59.82 €69.70

23.12.2016 19:35

Çамрăксен театрĕ – çĕнĕ çуртра

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ халăхсен туслăхĕ орденлĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕн хальччен хăйĕн çурчĕ пулман. Пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçса çÿреме тивнĕ пулин те, хăйне 80 ытла çул сыхласа пурăннă театра „Çеçпĕл“ кинотеатр пулнă çурта панă. Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Çамрăксен театрĕ çакăн пек пысăк парнене тивĕçрĕ. Унта ĕçлекенсем хăйсен малашнехи тĕллевĕсем çинчен журналистсене каласа пачĕ.

Марина Карягина, Михаил Солин

«Эпир киллĕ - çак ытла та пысăк савăнăçа ĕненме те йывăр», - терĕç чылай çул хушшинче шантаракансене шанми пулса çитнĕ артистсем республикăн культура министерствине тав тунă май. Министр вара: «Республика Пуçлăхĕ халăха театр тавăрса пачĕ», - терĕ. Ку - культура вучахĕсем сÿнсе пынă е вĕсене çăлса хăварас тесе ыттисемпе пĕрлештернĕ тапхăрта малалла аталанма сулăм паниех. Паллах, çĕнĕ вăхăтра ĕçлеме пултарайман театра республика ертÿçисем те шанмĕччĕç. Юлашки вăхăтра Çамрăксен театрĕ ĕçтешĕсем хушшинче чи пысăк тупăш тăваканни иккен. Халĕ пушшех хавхаланнă йыш кăçал пĕрремĕш хут ирттернĕ регионсем хушшинчи „Сказочная палитра“ фестивале малалла тăсасшăн, чăваш драматургĕсем валли пултарулăх лаççи уçасшăн. „Эпир пирĕн театр республика ачисемпе яш-кĕрĕмне аталанма пулăшакан пултарулăх центрĕ пулса тăтăр тесе тăрăшăпăр“, - терĕ Çамрăксен театрĕн пуçлăхĕ Елена Николаева. Çак тĕллевпе кунта ачасем валли студи уçĕç, республикăри пĕчĕк артистсен „АВАНсцена“ конкурсне ирттерĕç.

- Тĕллевсем пысăк, малашне тата ытларах хавхаланса ĕçлĕпĕр, -тет Çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ Иосиф Дмитриев.

Чĕре таппи пек тикĕссĕн ĕçлесе кайиччен кинотеатр пулнă çурта спектакль кăтартма юрăхлă туса çитерме самай вăй хума тивет. Сценăпа курав залĕ хатĕррисĕр пуçне, чи малтанах грим, декораци, костюм, реквизит цехĕсем кирлĕ пулаççĕ. Çавăн пекех пĕрремĕш хутра ача-пăча вăййин кĕтесĕ, кафе уçма палăртнă. Хальлĕхе вара артистсемпе сцена ÿнерне юратакансем нимелле çурта çĕнетнĕ çĕре хутшăнаççĕ. Авăн уйăхĕнче театр 85-мĕш сезонне хăйĕн çуртĕнче уçĕ.