20 сентября 2017 01:32   11°   $58.10 €69.68


Вести-Чăваш ен

Наци библиотекинче чăваш халăх аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăннă çынсене аса илчĕç

Унта «Çутлăх элчисем Николай Ильминский, Николай Поппе, Константин Прокопьев тата вĕсен чăваш ăслăлăхĕнчи тӳпи» темăпа «çавра сĕтел» тавра пуçтарăнса калаçрĕç.

18.05.2017 19:24

Çамрăк инспекторсен слечĕн çĕнтерÿçисем паллă

Вĕсем çул-йĕр правилисене çеç мар, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ те пама пĕлеççĕ. Республикăра 27-мĕш хут çамрăк инспекторсен «Хăрушсăрлăх урапи» конкурс-слечĕ иртрĕ.

18.05.2017 19:22

Хула тулашĕнчи лагерьсенче ачасене кĕтсе илме хатĕрленеççĕ

Çуллахи каникулччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Тепĕр икĕ эрнерен лагерьсем вĕренекенсене йышăнма пуçлĕç. Хальлĕхе вара ача-пăча канмалли вырăнсенче юсав пырать.

18.05.2017 19:21

Сĕнтĕрвăрри районĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен ячĕпе асăну хăми уçнă

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хыркассинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнмалли вырăн нихăçан та пулман. Çак ыйтăва татса парассипе çынсем такамран пулăшу кĕтмен, хăйсен вăйĕпе асăну хăми вырнаçтарнă.

18.05.2017 19:20

Культура çурчĕн чи лайăх ертÿçи Канаш районĕнчи Сиккассинче ĕçлет

Канаш тăрăхĕнчи Сиккасси яланах пултаруллă çынсемпе палăрса тăнă. Кунти юрă-ташă ушкăнне те республикипех пĕлеççĕ. Ялти клуб пĕрре мар тĕрлĕ конкурса хутшăнса грантсем çĕнсе илнĕ.

18.05.2017 19:19