14 декабря 2017 16:19   1°   $59.14 €69.47


Вести-Чăваш ен

Телефон валли чăвашла вĕрентекен хушăм шухăшласа кăларнă

Электроника хатĕрĕсем ачасен тимлĕхне ытларах та ытларах илĕртеççĕ. Çавна май Шупашкарти „Кванториум“ технопаркра вĕренекенсем телефонсемпе планшетсем уроксенче усă кӳрччĕр тесе ятарлă программа шутласа кăларнă.

15.05.2017 19:10

Шупашкарта 22-мĕш троллейбус çÿреме пуçларĕ

Тĕп хулара паян троллейбусăн çĕнĕ маршручĕ уçăлчĕ. 22-мĕш номерпе çÿрекенскер кăнтăр-хĕвеланăçпа çурçĕр-хĕвеланăç районĕсене пĕрлештерчĕ.

15.05.2017 19:09

Журналистсене «Маршал Василий Чуйков» медальпе чысларĕç

Чрезвычайлă лару-тăру министерствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — çынсене маларах асăрхаттарасси, инкек тухсан хăйсене еплерех тытмаллине вĕрентесси.

15.05.2017 19:08

Сумлă çемьесемпе Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ

Паян - Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ. Çавна халалласа Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена тата орденăн медальне тивĕçнисемпе тĕл пулчĕ.

15.05.2017 19:07

Сад-пахчара тĕрлĕ çимĕç туса иличчен пасарта туянсан йÿнĕрех

Сад-пахча, дача тапхăрне кăçал чылайăшĕ хуçăк кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Çакă транспортпа çÿремелли çăмăллăхсене пăрахăçланипе çыхăннă. Пахчаçăсене - вĕсенчен ытларахăшĕ пенсионерсем – хăйсен лаптăкне çӳреме кăçал пĕлтĕрхипе танлаштарсан самай хаклăрах пуласси пăшăрхантарать.

15.05.2017 19:06

Пултаруллă хоккеист тăван хулине манмасть

Шайбăпа хоккейла выляса тĕнче чемпионачĕ мĕнле иртнипе республикăри спорта юратакан нумай çын кăсăкланать. Вĕсен йышĕнче – студентсен Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕн капитанĕ, Çĕнĕ Шупашкарти хоккей шкулĕнче ăсталăх пухнă Дмитрий Кириллов.

15.05.2017 19:05