23 августа 2017 07:31   17.3°   $59.04 €69.59


Вести-Чăваш ен

Вĕрентекене сутпа айăпланă

Шупашкар районĕнчи Çĕктер поселокĕнче пурăнакан 47 çулти арçынна айăпланă. Вăл ăнсăртран шкул ачин сывлăхне сиен кӳнĕ. Оксана Баскакова, Виктор Степанов Уголовлă ĕç тăрăх, кăçал кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктер шкулĕнче кадет класĕсенче вĕренекенсен ăмăртăвĕ иртнĕ.

11.05.2017 19:01

Çĕмĕрлере кадет шкулĕсен республикăри 3-мĕш смотр-конкурсĕ иртрĕ

Унăн тĕллевĕ - çамрăксене патриотла воспитани парасси, çара кайма хатĕрлесси. Ăмăрту çĕнтерӳçисем пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнĕç. Мускавра чăваш ачисем кашни çулах палăраççĕ.

11.05.2017 19:00

Тĕп хулари шкулсенче çамрăк дипломатсем вĕренеççĕ

3 çул каялла Шупашкарта «Çамрăк дипломат» проект пурнăçланма тытăннă. Çак тапхăрта унпа 10 шкул кăсăкланнă. Урăх çĕршыв хутшăнăвĕсен Мускаври патшалăх институчĕ çулсерен олимпиада йĕркелет.

11.05.2017 18:59

Ялсенче терапевтсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕсем çитмеççĕ

Чăваш енре 2012 çултанпа «Земство тухтăрĕ» федераци программи пурнăçланать. Паянхи куна унпа 315 специалиста яла ĕçлеме илĕртнĕ. Кăçал тата тепĕр 25 врач районсенче тĕпленме шут тытнă.

11.05.2017 18:55

Депутатсем вăрçă ветеранĕсене саламларĕç

Республикăра Аслă Çĕнтерĕве халалланă ĕç-пуç малалла пырать. Паян Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем уявпа хисеплĕ мăшăра - вăрçă ветеранĕсене киле пырса саламларĕç.

11.05.2017 18:54