18 октября 2017 12:24   6°   $57.34 €67.46


Вести-Чăваш ен

Çĕнтерÿ ялавне шкулран шкула илсе çÿреççĕ

Çĕнтерÿ кунне халалласа «Часовой у знамени Победы» патриотла акци иртет. Вăл ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче пуçланнă. Унта пур шкул та хутшăнать. Çак акцие 2015 çулта ирттерме тытăннă.

04.05.2017 19:15

Ача сатĕнчи чи лайăх повар 158-мĕш учрежденире тăрăшать

Пĕрремĕш хут Шупашкарта „Ача сатĕнчи чи лайăх повар“ конкурс иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - çак професси сумне ӳстересси. Оксана Баскакова, Константин Козлов Кулинарири чи ăста маçтăра палăртма ашшĕ-амăшĕ те хаваспах хутшăнчĕ.

04.05.2017 19:14

Вăрнарта хальхи йышши кино залĕ уçăлчĕ

Тӳпе çăлтăрпа, «Звездный» кинозал куракансемпе тулли пултăр. Çапла калаççĕ нумай пулмасть уçăлнă кинозалшăн хĕпĕртесе Вăрнарта пурăнакансем.

04.05.2017 19:13

Атăл ывăлĕсен юрри-ташшипе паллашма чĕнеççĕ

Халăх пултарулăхĕн çурчĕ йышăннипе районсенче «Атăл ывăлĕсен юрри-ташши» ятлă пĕрремĕш фестиваль-конкурс вĕçленнĕ. Тупăшура çĕнтерсе мала тухнă фольклор ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсем çитес шăматкун Шупашкара Трактор тăвакансен керменне пухăнаççĕ.

04.05.2017 19:12

Шупашкарта Çĕнтерÿ аллейине никĕслерĕç

Республикăра Çĕнтерÿ кунне паллă тума пуçланă тесен те юрать. Паян Наци библиотеки умĕнче тĕрлĕ влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем, депутатсем, обществăлла организацисен хастарĕсем, студентсемпе шкул ачисем 72 кипарис лартрĕç.

04.05.2017 19:10