27 июня 2017 22:28   14°   $59.00 €66.08


Вести-Чăваш ен

Сут тенкелĕ çине ярăнса çитнĕ

Çĕнĕ Шупашкарта 4 çамрăк пĕр каçра 14-шар преступлени тума ĕлкĕрнĕ. Киревсĕр ĕç-пуç иртнĕ çул çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулнă. Леонид Петров, Ирина Ромадова, Вадим Владимиров 17, 18 тата икĕ 19 çулти яша ушкăнпа çаратнăшăн, саккунсăр машин рулĕ умне ларнăшăн тата автомобиль вăрлама хăтланнăшăн айăплаççĕ.

03.05.2017 18:44

Муркашсем çăмăл атлетика сезонне уçрĕç

Старта ачасенчен пуçласа аслисем таранах тухрĕç. Чупма юратакансем вырăнти райпо парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Вероника Павлова, Иван Макеев Спорт уявне районти çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ, Муркаш райповĕн ертÿçи Борис Андреев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç.

03.05.2017 18:43

Пине яхăн çемье çĕнĕ хваттерлĕ пулмалла

Кăçалхи авăн уйăхĕччен тĕп хулари 984 çемьене юхăннă çуртсенчен куçармалла. Палăртнă вăхăтчен ятарлă программăн 4-мĕш тапхăрне вĕçлемелле.

03.05.2017 18:42

СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ вулав ăмăртăвĕ иртрĕ

Чи пултаруллисем виççĕмĕш хут Шупашкара пуçтарăнчĕç. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ яланах вырăнти культура çурчĕсемпе шкулсенче, иккĕмĕшĕ районпа хула шайĕнче иртет.

03.05.2017 18:40