26 июля 2017 11:45   19.3°   $59.82 €69.70


Вести-Чăваш ен

Авăн уйăхĕнче экзамен тытмалли хушма тапхăр пулать

Республикăра вĕренме кĕмелли тапхăр малалла пырать. Кăçал професси пĕлĕвĕ паракан 28 учрежденире тата 13 аслă шкулта абитуриентсене кĕтеççĕ.

25.07.2017 18:57

Тутарстанри Çарăмсан районĕнче пĕрремĕш хут Акатуй иртрĕ

Кăçал йĕпе-сапа пулнăран, çуракипе утă хатĕрлес ĕç кая юлса пырать. Улма-çырлапа ытти пахча-çимĕç те пĕр уйăх каярах пулнине палăртмалла. Апла-тăк вырма та кăштах юлса пуçланĕ.

25.07.2017 18:43

Сĕнтĕрвăрринче триатлон енĕпе республика чемпионачĕ иртрĕ

Республикăра виçĕ енлĕ ăмăртакансем хушшинче чи вăйлисем паллă пулчĕç. Сĕнтĕрвăрри хулинчи Атăл хĕрринче триатлон енĕпе чемпионат тата первенство иртрĕ.

24.07.2017 19:00

Шупашкар хула депутачĕ тĕлĕшпе сут пулнă

Шупашкарта тĕп хула пухăвĕн депутачĕ тĕлĕшпе приговор йышăннă. Олег Ялугина ултавлă ĕçсем тунăшăн айăпланă. Екатерина Фомина, Мария Никифорова, Владимир Синдеев Следстви шучĕпе, коммерци организацийĕн директорĕ пулнă май, вăл 2013-2014 çулсенче налук тÿлемен.

24.07.2017 18:59

Сĕнтĕрвăрринче Александр Матвеев полковника асăнса митинг тата ăмăрту иртрĕ

Мускавра ĕçлесе пурăннă пулсан та, тăван халăхне нихăçан та манман. Космос çарĕсен ветеранĕ Александр Матвеев полковник пурнăçран уйрăлнăранпа 2 çул çитрĕ.

24.07.2017 18:58

Шупашкарта „Хăрушсăр тата паха çулсем“ программăна пурнăçа кĕртеççĕ

Ăна валли 737 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Çулсене мĕнле юсанине хула пуçлăхĕсем, экспертсем тăтăшах тĕрĕслеççĕ. Строительсен ĕçне Иван Моторин премьер-министр та пахаларĕ.

21.07.2017 18:24

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Даренковсен ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ

«Шăплăх савăнăçĕ». Çак ятпа Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче курав уçăлчĕ. Вăл пĕртăвансен пултарулăхĕпе паллаштарать: республикăн тава тивĕçлĕ художникĕн Иван Даренковăн тата унăн ывăлĕн Сергейăн ĕçĕсемпе.

20.07.2017 18:38

Чиркĕве пулăшакансем ыркăмăллăх концерчĕ ирттерчĕç

Чиркӳ лартас тĕллевпе пуçарнă ырă ĕç кĕлĕ çуртне хута янă хыççăн та вĕçленмен. Елчĕк районĕнчи Лащ Таяпара çуралса ÿснĕ хастарсем çулсерен ыркăмăллăх концерчĕ йĕркелеççĕ, ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ.

20.07.2017 18:37

Тĕп хулари сатиксенче картишсене илемлетеççĕ

Шупашкарти ача сачĕсен лаптăкĕсене илемлетес тĕлĕшпе «Арт-ландшафт» конкурс иртет. Ăна çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Проекта хулари 121 ача сачĕ хутшăнать.

20.07.2017 18:35

Шупашкарта юрçÿренпе Атăл урлă ишсе каçрĕç

Юрçÿрен çулла та кирлĕ пулма пултарать. Шупашкарта экстремаллă спорт тĕсĕсен иккĕмĕш фестивалĕ иртрĕ. Спортсменсем хĕллехи техникăпа Атăл урлă ишсе каçма хăтланчĕç.

19.07.2017 18:56

Чăваш Енре çĕлен сăхнă тĕслĕх нумайланнă

Çулла пуçланнăранпа республикăра 11 çын çĕлен сăхнипе шар курнă. Çиччĕшĕ халĕ Шупашкарти васкавлă медицина пулашăвĕн больницинче выртать.

19.07.2017 18:54

Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс çывăхĕнчи авалхи масарта каллех археологсем ĕçлеме пуçланă

2012 çултанпа кунта Чăваш Патшалăх гуманитари институчĕн наука сотрудникĕсемпе пĕрле Мордва республикинчи Евсевьев ячĕллĕ педагогика институчĕн студенчĕсем тĕпчеве хутшăнаççĕ.

19.07.2017 18:52

Патăрьел районĕнче йăлана кĕнĕ Кокель пленэрĕ иртет

Чăвашсен пĕрремĕш профессиллĕ художникĕ Алексей Кокель çуралса ÿснĕ Патăрьел районĕнчи Турханта Халăхсем хушшинчи 11-мĕш пленэр вĕçленсе пырать.

19.07.2017 18:51

Республикăра ĕç укçине пытарса тÿлекенсене хирĕç кĕрешеççĕ

Хăш пĕр пĕрлешÿре, çавăн пекех уйрăм предпринимательсем налук тÿлессинчен пăрăнса шалăва «конвертра» параççĕ. Хысна пухассипе ĕçлекен службăра çакăн пек фактсене çăмăллăнах тупаççĕ, йĕркене пăсакансене чĕнсе илсе асăрхаттараççĕ.

19.07.2017 18:50

Паян пушара хирĕç кĕрешекенсен тытăмне йĕркеленĕренпе 90 çул çитрĕ

Çавна май Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри Управленийĕнче çак службăра тăрăшакансене пысăк çитĕнӳсемшĕн медальсемпе хисеп хучĕсем парса чысларĕç.

18.07.2017 19:07

Республикăра нумай çул ÿсекен курăка 80 процент çулнă

Çумăр чарăнмасăр çуни ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене ура хурать. Çанталăк пĕр вăхăт уяр тăнипе усă курса хресченсем выльăх апачĕ хатĕрлессине хăвăртлатнă.

18.07.2017 18:45

Республикăри темиçе ял-хула электричествосăр юлнă

Иртнĕ çĕрле республикăра аслати тата тăвăллă çил алхаснине пула Çĕмĕрле, Элĕк, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш районĕсенче пурăнакансем электричествосăр юлнă.

18.07.2017 18:42

Тĕп хулара шкулсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç

Хула администрацийĕн Вĕренӳ управленийĕ шкулсен 3 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Çак тĕллевпе ирттернĕ семинарта ачасен вĕренĕвне мĕнле йĕркеленине сÿтсе яврĕç.

17.07.2017 18:50

Машинпа икĕ çынна çапса хăварнă та тарнă

Елчĕк районĕнче 54 тата 35 çулти арçынсем машин урапи айне лексе пурнăçран уйрăлнă. Инкек Тĕмерпе Аслă Таяпа ялĕсем хушшинче пулнă. Екатерина Фомина, Вадим Владимиров Следовательсем пĕлтернĕ тăрăх, эрнекун каçпа Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакансем мотоблокпа çула тухнă.

17.07.2017 18:49

Сывлăх кунĕнче çĕршер çын Шупашкарти пляжа пухăнчĕ

Республикăра черетлĕ „Сывлăх кунĕ“ иртрĕ. Мĕн пур физкультура комплексĕпе спорт залĕнче сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене тÿлевсĕрех йышăнчĕç.

17.07.2017 18:47